Кӑҫал «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ Шупашкар районӗнче, «Золотой колос» (чӑв. Ылтӑн пучах) ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьте ӗҫлет. «Тантӑш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӗмпӗр, Чулхула, Ӗрӗнпур, Сарӑту, Тӗмен облаҫӗсенчен, Мускавран килнӗ 39 ача икӗ эрне канать. Вӗсем тӗрлӗ ӳсӗмрисем: арҫын ачасемпе хӗрачасем 4—10-мӗш классенче вӗренеҫҫӗ.
Уйлӑха Шупашкарти 33-мӗш шкулӑн учителӗ Ирина Диарова ертсе пырать, воспитателӗсем — Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный шкулӗн учителӗ Татьяна Петрова тата Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн учителӗ Александр Степанов тесе хыпарланӑ хаҫатҫӑсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче.
«Ырӑ ир», «тавтапуҫ», «апачӗ тутлӑ пултӑр», «ырӑ каҫ» сӑмахсене те ачасем тӑван чӗлхепе калаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче вӑрман касакансен хушшинче конкурс иртнӗ. Конкурсҫӑсем моторлӑ пӑчкӑпа йывӑҫ каснӑ. Унта Чӑваш Енри Артем Шашков ҫӗнтернӗ. Сӑмах май, Артем пӗлтӗр Карелире иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Артем Шашков 15 ҫул вӑрман касаканра ӗҫлет. Вӑл вӑрманҫӑ ҫемйинче ҫуралнӑ.
Конкурсра Йошкар-Олари, Чулхулари, Мускаври вӑрман касакансем тупӑшнӑ. Артем Шашкова ҫитекенни пулман. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене те Чӑваш Ен арҫыннисем йышӑннӑ: Сергей Субботин тата Андрей Климин.
Кӑҫал конкурса 15 ҫын хутшӑннӑ. Кунашкал тупӑшӑва кашни ҫулах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре темиҫе кун ӗнтӗ ҫумӑр ҫӑвать. Паянтан Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ.
Чурачӑкра асар-писер ҫанталӑка пула икӗ урам ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унта трансформаторлӑ электричество подстанцийӗ йӗркерен тухнӑ. Ҫавна май икӗ урамри ҫуртсенче ҫутӑ сӳннӗ.
Ҫав икӗ урамра – 39 ҫурт тата нумай хваттерлӗ 15 ҫурт. Унтах участок пульници вырнаҫнӑ.
Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ-ха? Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗччен кашни кун тенӗ пекех ҫумӑр ҫӑвӗ. Унтан 25 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах питӗ шӑрӑх ҫанталӑк пуласса кӗтмелле мар.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӑранипе сивӗтмӗшре ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем каланӑ тӑрӑх, ӑна унта хӑйсен ялӗнче пурӑнакан тепӗр арҫын, хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер, чиксе хунӑ. Аслинчен шар курнӑ 25-ри арҫын сивӗтмӗшре темиҫе минут ларнӑ, мӗншӗн тесен тухма вӑл шикленнӗ.
Икӗ арҫын пӗрле эрех ӗҫнӗ чух малтанхи кун хирӗҫсе кайни. Асли кӗҫӗннине хытах кӳреннӗ курӑнать — тепӗр кунне вӑл алӑка ватсах пырса кӗнӗ. Пӳрте кӗрсен чӗнмен хӑна 25-ри арҫынна питӗнчен чышкӑпа янклаттарса янӑ, унтан сивӗтмӗше чиксе хунӑ.
Пуҫтахланнӑ этеме ют киле ирӗксӗр пырса кӗнишӗн суд ултӑ уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Сивӗтмӗшре ларма тата пӗрре чышкӑ тутанма тивни судлашас темен курӑнать.
Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн историйӗпе, историлле вырӑнсемпе пуян. Ҫавна асра тытса Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче Улӑп палӑкне уҫнӑ.
Улӑп ҫинчен халап вуламан ҫын пирӗн хушӑмӑрта ҫук пулӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав патер тӑван халӑхӑмӑрӑн несӗлӗсене тӑшманран та инкек-синкекрен хӳтӗленӗ.
Ҫырмапуҫӗнче уҫнӑ палӑк ҫине чӑвашла, анчах руна ҫырулӑхӗнчи сас паллисемпе ҫавӑрттарса хунӑ. Текстне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Михайлов-Юхтар хатӗрленӗ. Палӑка вырӑнти ял тӑрӑхӗн, культура тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансен вӑйӗпе хатӗрленӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Егоров самай пулӑшнӑ. Палӑк йӗри-тавра кивӗ ҫӑва, вӑл 3 гектар ҫинче вырнаҫнӑ. Унта чӑвашсене православи тӗнне йышӑниччен пытарнӑ теҫҫӗ.
Палӑк уҫма йӗркеленӗ мероприятие Геннадий Юмарт, Николай Ишентей, Александр Ильин Улӑпа халалласа ҫырнӑ сӑвӑсене вуланинчен пуҫланӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер 70 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ ҫыннӑн юбилейне кӗркунне, театрта черетлӗ сезон уҫӑлсан, чыслӑн уявлама палӑртнӑ.
Вӑлах — поэт, вӑлах — куҫаруҫӑ, вӑлах — актер, вӑлах — режиссер, вӑлах — драматург. Пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелле нумай енлӗ тата тӗлӗнмелле пултаруллӑ ҫын. «Саншӑн кам вӑл Иосиф Дмитриев-Трер?» ыйтӑва пиртен кашни расна хуравлать пулӗ.
«Кил умӗнчи лаштра йӑмра
Пуҫне сулларӗ тухӑҫа,
Ял хушшинчи ват куками
Пил пачӗ ӗмӗр манайми.
Ҫут сывлӑмпа ура йӗпенчӗ,
Килтен тухсан хӗвел хӗрелчӗ», — тахӑҫан вуланӑ сӑвӑ йӗркисемпе кӗрсе юлнӑ асӑма Иосиф Дмитриев. Е тата «Килен-каян, яту ят пултӑр, иртен-ҫӳрен, ҫулу ҫул пултӑр. Мана пӗччен хӑварӑр» йӗркесем. Йӑнӑшмастӑп пулсан, вӑл та унӑн. Арпаштартӑм пулсан айӑп ан ту, вулаканӑм тата хисеплӗ Иосиф Александрович.
Иосиф Трер Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтӗнче актер уйрӑмне, каярах Мускаври А. В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ 11 ҫулти Настя Осипована вӗлернӗ. Ӑна ача пурӑннӑ вырӑнтан инҫех мар гаражсем патӗнче тупнӑ.
РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана ҫине тӑрса тата мӗнпур вӑйпа шыранӑ май таврари лавккасемпе ытти организацисен видеокамерисем ӳкернӗ кадрсене те тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем гаражсем патӗнче шырани харама кайман — ача виллине шӑпах ҫавӑнта тупнӑ.
Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине ҫеҫ йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль тесе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ача ҫухалнинче профилактика органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачан амӑшӗ воспитани парассипе ҫине тӑман иккен. Шкул та ҫемьене ячӗшӗн ҫеҫ тӗрӗсленӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Куҫма Чулкаҫ шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара, Лапшу Ҫтапанне, пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Чулкаҫ Жюль Верн, Свифт, Мамин-Сибиряк, Гайдар хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак ятпа Литература музейӗнче уяв йӗркеленӗ. Куҫма Чулкаҫ чӑваш литературинче «Лапшу Ҫтаппанӗ», «Упа тытни», «Кӗтӳ ачи», «Хӑвӑл каска», «Пулӑҫӑ халапӗсем» тата ытти хайлавпа палӑрнӑ. Унӑн сӑнарӗсем кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫухалса каймаҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑй те йывӑр пурнӑҫа шӳтпе ҫемҫетме пӗлнӗ.
Куҫма Чулкаҫ выҫлӑх ҫулӗсенче Чулхулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ, ӑна вырӑссем пулӑшнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасра ҫуралнӑ. Унта унӑн ятне манмаҫҫӗ. Литература каҫне унӑн ентешӗсем, ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем килнӗ, Куҫма Чулкаҫа аса илнӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ишевҫӗсенчен пуҫласа республикӑн тава тивӗҫлӗ тренерӗ ята тивӗҫнӗ Ростислав Надеждин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, СССР физкультура отличникӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче ҫуралнӑскер пурнӑҫне спорта халалланӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ: 1962–1967 ҫулсенче — Сӗнтӗрвӑрринче, 1967–1980-мӗшсенче — Шупашкарти «Спартак» ҫумӗнчи спорт шкулӗнче. 1996 ҫулччен тренер пулса ӗҫленӗ май та вӑл сахал мар ишевҫе хатӗрленӗ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 100 ытла пысӑк квалификациллӗ спортсмена туптанӑ Надеждин.
Спорта юратаканскер сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫсан та унпа туслӑ пулнӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл Хусанта ветерансем хушшинче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче пӑхӑр ҫӗнтерӳҫи пулнӑ.
Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен чаплӑран та чаплӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр Кӑвакарчӑнсен фестивалӗ, сывлӑш ҫӗленӗсен конкурсӗ, купӑсҫӑсем юрлани тата ытти те пулнӑччӗ.
Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кӑҫал Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Играй, гармонь любимая!» (чӑв. Кала, хаваслӑ купӑс) кӑларӑма ӳкерекенсем килмелле. Захар тата Анастасия Заволокинсем концерт кӑтартмалла.
Аса илтерер, Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ, 9-мӗшӗнче хупӑнӗ. Ӗлӗк ярмӑркка пирки пӗлсен Хусантан, Чулхуларан, Сӗверен, Чӗмпӗртен, Шупашкартан купсасем килнӗ. Ҫӗрпӳ купсисем сутмалли тавара маларах хатӗрлеме тытӑннӑ. Халӗ, ав, суту-илӳпе ҫырлахмаҫҫӗ: юрласа ташлаҫҫӗ, спорт вӑййисене те анлӑ ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |